Авӑн уйӑхӗнче Андриян Николаев космонавта халалласа «Спица ҫинчи хӗвел» велочупу ирттересси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал вӑл авӑнӑн 7-мӗшӗнче пулӗ. Шӑпах ҫак кун Индири «Чандраян-2» космос аппарачӗ Уйӑх ҫине анса ларӗ. Чӑваш Енри велосипедҫӑсем ҫак ҫӗршыври «Jammu Cyclists» велосообществӑпа ҫыхӑннӑ, ҫак пулӑма «Чандраян» ятлӑ велочупупа паллӑ тума сӗннӗ.
Ҫапла майпа кӑҫал старт икӗ хулара пулӗ: Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Индири Джамму хулинче. Икӗ хулари велосипедҫӑсем пӗр вӑхӑтра тапранса кайӗҫ, пӗрешкел ҫухрӑмсене парӑнтарӗҫ. Пирӗн патрисем Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» культура ҫурчӗ умӗнче 11 сехетре старт илӗҫ. Вӗсем Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялне, Андриян Николаевӑн тӑван тӑрӑхне, ҫитӗҫ.
Палӑртма кӑмӑллӑ: Индири велочупӑва «Спица ҫинчи хӗвел» велоюхӑм председателӗ Вячеслав Платонов хутшӑнӗ. Вӑл ҫав ҫӗршывра ӗҫлӗ командировкӑра халӗ.
Чӑваш Енри икӗ вулавӑш Мускав укҫипе тӗслӗхлӗ пулса тӑрӗ. Ҫав тӗллевпе 2020 ҫулта нухрата кама парассине конкурс ирттерсе палӑртнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсен йышне пирӗн тӑрӑхран икӗ учреждени лекнӗ.
Конкурса ҫӗршывӑн 75 субъектӗнчен ҫур пин ытла заявка пухӑннӑ. Вӗсенчен 52 регионти 110 вулавӑша суйласа илнӗ.
Пирӗн республикӑран конкурса Элӗк, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Сӗнтӗрвӑрри районсенчи 9; Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрти, Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑшри, Ҫӗмӗрле районӗнчи Турханти вулавӑшсем тата Шупашкарти В. Чаплина ячӗллӗ ача-пӑча информаци центрӗ хутшӑннӑ. Вӗсенчен иккӗшне: Мӑн Сӗнтӗртине тата Кӑшавӑшрине — суйласа илнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ-вулавӑшсене федераци хыснинчен 10 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Вӑл пулӑшнипе вулавӑшсене хальхи вӑхӑтри учрежденисене ҫавӑрӗҫ.
Паян, ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Андриян Павловӑн пултарулӑх каҫе иртет. Вӑл 18 сехетре пуҫланнӑ.
Андриян Николаевич — режиссер, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ комсомол премийӗн лауреачӗ.
70 ҫулти актера уяв каҫӗнче ӗҫтешӗсем, пултарулӑх коллективесем саламлаҫҫӗ. Унтан «Чуххӑм Ванькка авланать – кай, кай, кай…» спектакль кӑтартма палӑртнӑ.
Андриян Павлов 1949 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнче ҫуралнӑ. Ленинградри театр институтӗнче вӗреннӗ. К.В. Иванов ячӗллӗ театрта 1972-1983 ҫулсенче актер пулса ӗҫленӗ. 1985 ҫулта режиссер курсӗсенчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн режиссер-постановщикра ӗҫлеме тытӑннӑ.
Кӑҫал «Чӑваш Республикинчи ял территорийӗсене аталантарасси» программӑпа килӗшӳллӗн 7,5 ҫухрӑм газ пайлакан сеть тӑвӗҫ. Газопровод туни Комсомольскинчи 70 ҫурта, Йӗпреҫ районӗнчич Кӗлӗмкассинчи 56 пӳрте, Вӑрмар районӗнчи Тупах ялӗнчи 30 ҫурта, Ҫӗрпӳ районӗнчи Чурачӑк ялӗнчи 21 пӳрте газпа тивӗҫтерме пулӑшӗ. Паянхи кун тӗлне Йӗпреҫ, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ районӗсенче строительствӑпа монтаж ӗҫӗсене вӗҫленӗ.
Ҫак программӑпа килӗшӳллӗн халӑха пахалӑхлӑ таса шывпа тивӗҫтерес енӗпе те ӗҫлеҫҫӗ – 8,2 ҫухрӑм тӑршшӗ шыв пӑрӑхӗ хута яраҫҫӗ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Акшик ялӗнче 140 ҫынна таса шывпа тивӗҫтерӗҫ, Элӗк районӗнчи Юнтапа тата Ҫӗнкас ялӗсенче – 208 ҫын таса шывлӑ пулӗ.
Иртнӗ уйӑхра Чӑваш Енри ача пахчисемпе хушма пӗлӳ паракан учрежденисене тӗрӗсленӗ. Кун пирки республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви пӗлтерет.
Ведомствӑра хыпарланӑ тӑрӑх, тӗрӗслев планпа пӑхса хӑварнӑскер пулнӑ.
Специалистсем Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти, Йӗпреҫ, Вӑрнар, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав, Шупашкар тата Шӑмӑршӑ районӗсенчи вӗренӳ учрежденийӗсене ҫитнӗ, лицензипе ҫыхӑннӑ самантсене тӗрӗсленӗ.
Инспекторсем пулнӑ мӗнпур объектран 12-шӗнче (46,2%) кӑлтӑк та тупӑнман тесе ӗнентерет ЧР Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви.
Цифрӑсен чӗлхипех каласан, ҫакна та палӑртмалла: тӗрӗслеве 18 ача пахчинче, хушма пӗлӳ паракан 7 учрежденире тата професси пӗлӗвӗ паракан 1 организацире йӗркеленӗ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шӗнерпуҫ ялӗнчи клуба юсаса ҫӗнетнӗ. Унпа ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, республикӑн премьер-министрӗ Иван Моторин паллашнӑ. ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ӗҫлӗ ҫул ҫӳревпе пулнӑ май Шуршӑл ял тӑрӑхне ҫитсе курнӑ.
Асӑннӑ ял тӑрӑхне кӗрекен Шӗнерпуҫӗнчи клуба икӗ уйӑх юсанӑ. Ун валли «Культура малой Родины» (чӑв. Пӗчӗк тӑван ҫӗршывӑн культури) программӑпа килӗшӳллӗн укҫа уйӑрнӑ. Программи — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти йышӑннӑскер.
Клубра ҫивиттине ҫӗнетнӗ, алӑксемпе чӳречесене тата ҫутӑ пӑралукӗсене ылмаштарнӑ. Мӗнпур ӗҫе пурнӑҫлама пӗр миллион тенкӗ ытларах тӑкакланӑ.
Иван Моторин клуба пӑхса ҫаврӑннӑ, вырӑнти «Илем» фольклор ансамбльне ҫӳрекенсемпе калаҫнӑ. Йыш Екатеринбурга, Ӗпхӗве, Самарӑна,
ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионне концертпа тухса ҫӳрет.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлта вырнаҫнӑ СССР летчик-космонавчӗн Андриян Николаевӑн мемориал комплексӗ «Первый чувашский космонавт» (чӑв. Пӗрремӗш чӑваш космонавчӗ) акцие йыхравлать.
Ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗ ҫӗршывӑн космонавтикинче тата чӑваш халӑхӗн историйӗнче паллӑ йӗр хӑварнӑ. Чӑваш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Андриян Николаев шӑп та лӑп ҫавӑн чухне тӗнче уҫлӑхне ҫӗкленнӗ.
Тӗнчери виҫҫӗмӗш летчик-космонавта сума сунине тата унӑн вилӗмсӗрлӗхне палӑртса Шуршӑлти музейра «Звездные братья» курав уҫӑлӗ. Уйӑхлӑх йӗркелесе «Пӗрремӗш чӑваш космонавчӗ» экскурсисем ирттерме, чӑваш кӑйкӑрӗ ҫинчен документлӑ фильмсем кӑтартма палӑртнӑ. Вырӑнти шкул ачисен «Восток-3» радиостанцийӗн уйӑхлӑхне ирттерӗҫ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Пӑрачкав районӗнчи «Заветы Ильича» ял хуҫалӑх производство кооперативӗнче комбайн ҫуннӑ. Пушарпа кӗрешекенсем патне инкек пирки 16 сехет те 25 минутра ҫитнӗ.
2010 ҫулта туса кӑларнӑ комбайн хирте ҫунма пуҫланӑ. Ҫулӑма асӑрхасан комбайнер ҫухалса кайман — сӳнтерме тытӑннӑ. Ҫулӑм сӑлтавне тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа кӑҫал пирӗн республикӑра автомобильсем 51 хутчен ҫуннӑ. Шупашкарта 21 пушар тухнӑ, Ҫӗмӗрлере — 5, Муркаш районӗнче — 4, Ҫӗрпӳпе Вӑрмар районӗсенче — 3-шер, Комсомольски, Патӑрьел, Шӑмӑршӑ районӗсенче — 2-шер, Элӗк, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Елчӗк районӗсенче — 1-ер. Машинӑсен хуҫисем пушара пула 10,5 миллион тенкӗлӗх тӑкак тӳснӗ.
Нумаях пулмасть пирӗн республикӑра «Культура» телеканал валли документлӑ фильм ӳкерекен ушкӑн ӗҫленӗ. Кино ӳкерекенсем паллӑ монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сӑвӑҫ Иокинф Бичурин ҫинчен материалсем пухнӑ.
Вӗсем Шупашкар тата Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче, Шупашкарта пулнӑ. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗсемпе Дмитрий Басманцевпа тата Юрий Гусаровпа тӗл пулнӑ.
Игорь Калядин режиссер тата сценарист Сӗнтрвӑрри районӗнчи Шӗнерпуҫӗнчи пуҫламӑш шкул музейӗнчи экспонатсемпе паллашнӑ. Шупашкар районӗнчи «Бичурин тата хальхи самана» музейра, Бичурин ҫуралнӑ Тпнер ялӗнче пулнӑ.
Фильма «Россия» (чӑв. Раҫҫей) патшалӑхӑн телерадиокомпанийӗ ыйтнипе ӳкернӗ. Вӑл Раҫҫейпе Китай ҫыхӑнӑвне кӑтартса параканскер пулӗ. «Культура» телеканал эфирне кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче тухмалла.
Кӑҫал ҫӗлен сӑхнӑ 11 ҫын тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Тӳрех палӑртмалла: Чӑваш Енре ҫынна ҫӗлен тапӑннӑ тӗслӗх нумайланнӑ. Ара, шӑпах ҫырла пиҫнӗ вӑхӑт – ҫынсем ӑна пуҫтарма вӑрмана, уй-хире, ҫырма-ҫатрана каяҫҫӗ. Шел те, наркӑмашлӑскер сӑхни яланах лайӑхпа вӗҫленмест.
Юлашки икӗ эрнере темиҫе ҫын пульницӑна тухтӑрсем патне пынӑ. Тӗслӗхрен, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи пӗр ҫын мунча валли милӗк хуҫма вӑрмана кайнӑ. Пӗр хурӑн патӗнче ӑна хура ҫӗлен тапӑннӑ. Пӗр хӗрарӑм ҫул хӗрринче ҫӗлен курнӑ. Шупашкарта «Акконд» лавккана хурӑн пуҫлӑ ҫӗлен килни пирки те хыпарланӑччӗ.
Ытларах чухне ҫӗлен сӑхнӑ хыҫҫӑн пульницӑна Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Улатӑр, Пӑрачкав районӗсенчи ҫынсем пыраҫҫӗ. Ҫак чӗрчун нӳрӗке юратать: вӗсем шыв хӗрринче нумай.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Синичкин Виссарион Вениаминович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Николай Николаевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |